Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ иртрĕ

Чăваш Республикин  Патшалăх символĕсен кунĕ иртрĕ

         Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен  кунĕ.  Чăваш Республикин Патшалăх символĕсене 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă, 2004-мĕш çултанпа анлă уявлама пуçланă.

             Çак куна халалласа Çĕнĕ Пăвари вăтам  шкулти 6-мĕш класра Павлова С.А. класс тулашĕнчи сехет ирттерчĕ.  Учитель хальхи вăхăтри Патшалăх символĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Герб тата ялав çинчи  сарăпа йăмăх хĕрлĕ тĕс мĕне пĕлтернине каласа кăтартрĕ. Ачасем гербпа ялав авторĕ Элли Михайлович Юрьев, гимн авторĕ Илле Тукташпа Герман Лебедев пулнине аса илчĕç. Патшалăх символĕнчи кашни пайĕн  пĕлтерĕшне ăнланма тăрăшса, кашни сăмах мĕне пĕлтернине палăртса хăварчĕç вĕсем. Патшалăх гимне ура çине тăрса юрларĕç.