"Илемпи" ача сачӗн ачисем чӑваш тӗррипе паллашрӗҫ.

"Илемпи" ача сачӗн ачисем чӑваш тӗррипе паллашрӗҫ.

   Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш тӗррин кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш тӗрри вӑл - асамлă та илертӳллӗ, паха та мухтавлӑ. Чӑваш тӗрринче тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ историйĕ тата ӑсталӑхӗ палăрать. Ҫак илеме тумашкăн чӑваш халӑхӗ мӗн ӗлӗкрен пӗлнӗ. Чӑваш тӗррине пӗтӗм тӗнчипех пӗлеҫҫӗ, нумай ҫӗртре выставкăсенче малти вырӑна хураҫҫӗ. Тӗррӗн пӗлтерӗшӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк вырӑн йышăнса тăрать. Пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесен йăлине сыхласа, упраса хăвармалла, чӑваш тӗнчине аталантармалла. Эпир те, Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкул ҫумӗнчи "Илемпи" ача садне ҫӳрекен ачасемпе тӗрлӗрен калаҫусем ирттертӗмӗр, асанне арчинчи тӗрӗсемпе паллашрӑмӑр.

Пурне те чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе чунтан саламлатпӑр