Турхан Энтри автобиографийӗ.
(1888 – 1972).
Андрей Васильевич Турхан 1888 ςулхи августᾰн 20-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗнчи (халӗ Чᾰваш АССРӗн Елчӗк районӗ) Турханта вᾰтам хресчен кил-йышӗнче ςуралнᾰ. Курнавᾰшри пуςламᾰш, Елчӗкри икӗ класлᾰ шкулсенчен вӗренсе тухсан, 1904 ςулта Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарие кайса кӗрет. Совет саманинче вᾰл Мускаври ют ςӗр-шыв чӗлхисен пединститутӗнче вӗренсе аслᾰ пӗлӱ илет.
Хᾰй ӗмӗрне ытларах шкулта ӗςлесе ирттернӗ. 1930 ςулсенче вᾰл Патᾰръелти педучилищӗре нимӗς чӗлхи вӗрентнӗ. 1972 ςулхи майᾰн 25-мӗшӗнче Патᾰръелте вилнӗ.
Литература ӗςне Хусанти ςулсенче хастар тытᾰнать, куςару ӗςне пикенет: Мольерᾰн «Хытᾰ» комедине (1905), Е.Боголюбовᾰн «Спартак» ятлᾰ историллӗ очеркне (1906), вырᾰс халᾰх юррисене куςарать. 1917 ςулта чᾰваш халᾰхӗн кӗске историне ςырать. Вᾰл революци юррисене куςарнᾰ («Интернационал», «Варшавянка» т.ыт.те). Турханᾰн «Тӗпсакай» пьеса пур (1920). Вᾰл К. Тетмайерӗн «Хресчен ирӗклӗхӗшӗн» калавне куςарса кᾰларнᾰ (1926).