Асра юлнă çапăçу

Асра юлнă çапăçу.

«Елчĕк ен», 2012 çулхи  нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ.

Автор: Павлова С.А.

         Вăл 1968-мĕш çулта пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче  Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Саккăр тултарсан Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула вĕренме кайнă. Аллине аттестат илнĕ  хыççăн Канаш хулинче шофёра вĕреннĕ. Виссарион Анатольевич вунсаккăр тултарсан 1986-мĕш çулхи ака уйăхĕн 15- мĕшĕнче 2 çуллăха салтака кайнă.

          Виссарион Анатольевич Афганистан çĕрĕ çинче службăра тăнă. Вăл унта шофёр пулса  çÿренĕ. 1988-мĕш çулхи ака уйăхĕн 28- мĕшĕнче Смолин Виссарион Анатольевич килне таврăннă.  Унăн кăкăрĕ çинче медальсем ялкăшнă.

        «…Афган çĕрĕ çине çитсенех малтанлăха эпир çĕр пÿртсенче пурăнаттăмăр. Каярахпа вара палаткăсенче пурăнма тытăнтăмăр, пĕр палаткăра 8-10 çынна яхăн. Выртса тăма ятарлă вырăнсем çукччĕ: е хăма çинче, е поролон çинче çывăраттăмăр. Мунча çинчен эпир «тĕлĕкре çеç» курнă, çăвăнас ыйту  питĕ йывăрччĕ… Апат çинчен калас пулсан вара,   яланах консервăсем паратчĕç.  Банкăри пăтă, банкăри тушенка,  чей, 2 катăк сахăр тата 2 татăк çăкăр- пулче те. Улма, çу- сайра хутра çеç лекетчĕ»- аса илет Виссарион Анатольевич.