Чĕре суранĕ эс, Афганистан.
«Елчĕк ен», 2012 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ.
Автор: С.А.Павлова
Афганистан… Чĕрере йывăр туйăм… Çухату тата тĕл пулу куççулĕ… Амăшсен нихăçан лăпланайми чĕре ыратăвĕ… Палăксем умĕнчи чĕрĕ чечексен çыххисем… Яланлăхах пуç хунă пин-пин совет салтакĕсемпе офицерĕсем… Афганистан вут- çулăмĕ витĕр тухса чĕрĕ таврăннă салтаксен кăкăрĕ çумĕнчи орденсемпе медальсем… Паттăрсем çинчен çырнă çĕршер сăвă, юрă...
Афган вăрçи çинчен эпир мĕн пĕлетпĕр-ха? 1978 çулхи ака уйăхĕнче тин çеç çуралнă Демократиллĕ Афганистан Республикинче çĕнĕ правительство йĕркеленсе чăмăртаннă. Мускаври информаци хатĕрĕсем, ун хыççăн тĕрлĕ çĕр- шыври пресса та Афганистан социализм çулĕ çине тăрать тесе пĕлтерме васканă. Çав вăхăтрах Афганистанра Апрельти (Саур) революцине хирĕçле юхăмсем вăрттăн вăй илсе пынă.
Часах Афганистана АППШ тата Пакистан çарĕсем пырса кĕрес хăрушлăх тухса тăнă. Афганистан правительстви Совет правительствинчен пулăшу ыйтнă.
Çирĕм çул каялла Совет правительстви Афганистана çар техникипе пулăшас, çар çыннисен пысăк мар контингентне ярас, çапла майпа Апрельти революцие сыхласа хăварас тĕллев лартнă. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ Афганистанри тусем- сăртсем, çеçен хирти хăйăр пирĕн воин- интернационалистсен юнĕпе хĕрелнĕ. Халăха пĕлтермен вăрçă тăхăр çул ытлашшипех тасăлнă. Чылай воин- интернационалист кÿршĕ çĕр- шыври вут- çулăм витĕр тухнине çапла ăнлантарса парать: «Пирĕн Тăван çĕр- шывăн кăнтăр чиккине хÿтĕлемелле пулнă тата нумай нуша тÿснĕ Афганистан çĕр- шывне пулăшмалла пулнă. Афганистан – питĕ чухăн çĕр- шыв. Унăн ĕçчен халăхĕ ĕмĕтпе, çутă шанчăкпа кĕрешет. Çак харсăр халăхăн шăпине татса парас ĕçе хăй кăшт та пулин хутшăнма пултарни – кашни воин- интернационалист чĕринче хĕпĕртÿ туйăмĕ çуратать».
1979 çулхи раштавăн 25- мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 15 сехетре Совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине кĕртме пуçланă. Тепĕр 10 çултан çеç, 1989 çулхи нарăсăн 15- мĕшĕнче совет салтакĕсене каялла илсе тухнă. Ку вăл вут- çулăм витĕр тухнă 10 çул пулнă.
80- мĕш çулсенчи мирлĕ саманарах инкеке лекнĕ Афганистан халăхне пулăшу парас тесе совет салтакĕсем юнлă вăрçа лекнĕ. Хăш- пĕр ашшĕ-амăшĕ юратнă ывăлĕсĕр, нумай ачасем ашшĕсĕр, чипер хĕрсем çĕр çинчи чи хаклă савнисĕр, нумайăшĕ пиччĕшĕсĕр е шăллĕсĕр, çывăх юлташĕсĕр тăрса юлнă.
Тăван çĕр- шывран Афган халăхĕ валли пулăшма янă апат- çимĕс турттаракан транспорт машинисен колоннине хÿтĕленĕ вăхăтра çамрăк салтаксен паттăрлăхĕ палăрнă.
Документлă хутсенчен çакă паллă: «Вăрăма тăсăлнă Афган вăрçинче пурĕ 620 пин салтакпа офицер хăйсен çар тивĕçне пурнăçланă, вĕсенчен 15 пин те 051 çын вилнĕ (вĕсенчен 113-шĕ - чăваш салтакĕ), 43 пин те 985 çын аманнă тата çухалнă, 6 пин те 759 çын ĕмĕрлĕхех сусăрланнă» / «Молодĕжный курьер» №7, 21 февраль 2006 г/.
Афган вăрçине вырăс салтакĕсемпе пĕрле чăвашсем те хутшăннă. Пирĕн Елчĕк районĕнчен 262 çамрăк каччă Афганистанри тăнăç пурнăçшăн кĕрешнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ – Юрий Геннадьевич Борисов (Елчĕк), Юрий Петрович Григорьев (Кивĕ Эйпеç), Анатолий Митрофанович Патшин (Аслă Елчĕк) паттăрла çапăçса пуçĕсене хунă. Вĕсене вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Тăватă воин- афганец ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлнă.